Similar presentations:
«Пурнăç юмах мар» кĕнекери сыпăк тăрăх хатĕрленĕ
1. Николай Симуновăн «Пурнăç юмах мар» кĕнекери сыпăк тăрăх хатĕрленĕ презентаци
2.
Презентацие хатĕрлекенĕАччари вăтам шкулта чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекен
Давыдова Оксана Михайловна
3. Аннесем! Мĕн кăна шухăшламастăр-ши эсир пулас ачăр варта ÿтленсе аталаннă вăхăтсенче?
4. Эсир çуратнă ача мухмăр сĕрĕмĕпе чĕтресе сĕлекине çăтса çÿремĕ , хулпуççи таран çÿç айне путнă катемпи пек тĕршĕнсе, çĕçĕ тытса
хăратса-хăмсарса та çÿремĕ.5. Аннесем! Сирĕн пек кам хĕпĕртеме пĕлет пысăк тунсăхпа кĕттернĕ чун çут тĕнчене тухса кăшкăрса ярсан!
6. Аннесем! Хăвăр ачăрсемшĕн нимĕн те хĕрхенсе тăрас çук эсир …
7. Аннесем! Калăр-ха çапах та, кам çуратса ÿстернĕ çав хăш-пĕр çапкаланчăксене, этем чысне тивĕç мар апăршасене?
Аннесем! Калăр-ха çапах та, кам çуратса ÿстернĕ çав хăшпĕр çапкаланчăксене, этем чысне тивĕç мар апăршасене?8. Чĕнместĕр эсир, аннесем! Мĕншĕн тесен унашкаллисене эсир çуратман. Эсир çуратнă ача хĕвелпе танах пулнă.
9. Ачаш чĕреллĕ аннесем! Ан хупăр куçăрсене, ан пăрăнăр вĕсенчен! Сирĕн суккăр юратăвăр çитĕнтернĕ калчасем вĕсем!
10.
Ан тарăр вĕсенчен,çуралнă хыççăнхи
пекех, çĕнĕрен алла
илĕр...
11. Мĕншĕн çынлăхран тухса, этем чысне çухатса ÿсни çинчен шухăшлăр, çын çинче çын тивĕçне юрăхлă тума тăрăшăр, сирĕн тертлĕ
кунăрсемхарама ан кайччăр!
12.
Ваттисем калашле,ача-пăчана çуратса янипе
çырлахмалла мар çав.