Similar presentations:
Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем
1.
Емелькинăри вăтам пĕлÿпаракан шкулăн чăваш чĕлхи
тата литература вĕрентекен
Яковлева А.П.
5- мĕш класра ирттернĕ уçă
урокăн презентацийĕ
2. Аса илетпĕр
1.Чăваш алфавитĕнче миçе саспалли?2.Ъ тата ь паллисем сасăсене
пĕлтереççĕ.
3.Сăмахсем пĕр пĕлтерĕшлĕ тата
нумай пĕлтерĕшлĕ пулаççĕ.
4. «Ура» сăмах пĕр пĕлтерĕшлĕ.
5.«Çунат» сăмах та пĕр пĕлтерĕшлĕ.
6.Чĕлхери мĕнпур сăмахсен йышне
лексика теççĕ.
3. ТАНЛАШТАРĂР
Тимĕр пăтаТимĕр шапа
4. Урок теми:
Сăмахсен тÿрĕ татакуçăмлă
пĕлтерĕшĕсем
5. Сăнатпăр
куç харшичÿрече харши
6. Сăнатпăр
йывăçсем пасарнăасаттен çÿçĕ пасарнă
7. Вулатпăр
Мĕншĕн «кăмпа»сăмаха ача тÿрех
ăнланса илеймен?
«Кăмпа» сăмаха
мĕнле пĕлтерĕшпе
каланă?
Пĕррехинче Мишша пичче мана:
- Лар кăмпа айне, - терĕ, - эпĕ лавккана
кĕрсе тухам.
Чутах кулса яраттăм, ара кăмпа айне
çын лармасть ĕнтĕ. Эпĕ иккĕленсе
тăнине курсан вал аллипе тĕллесе
кăтартрĕ:
-Ав çав сулхăна.
Тĕрĕс мĕн, чăн-чăн шăна кăмпи. Анчах
та вăрманта ÿсекенни мар, çын
ăсталани. Юпа тăррине пир карнă та ун
айне сак лартнă. (В.Элпи)
8. Астуса юлǎр!
Япаласен хушшинче мĕненчен те пулин çыхăннă
пĕрпеклĕх пур чухне тĕп
япала палли тепĕр япала
çине куçнă сăмахсене
куçăмлă пĕлтерĕшлĕ
сăмахсем теççĕ.
9. Чăваш чĕлхи
Чăваш чĕлхиЭс ылтăн- кĕмĕлтен те хаклăрах,Хĕрÿ те хÿхĕм хĕвелпе танах,
Чуна пырса тивет кашни сăмах….
Юрий Сементер
10. Тĕрĕслетпĕр!
Тÿрĕпĕлтерĕшлисем
Ылтăн çĕрĕ
Ылтăн сехет
Ылтăн сăнчăр
Ылтăн уçă
Ылтăн кубок
Куçăмлă
пĕлтерĕшлисем
Ылтăн пулă
Ылтăн çын
Ылтăн алă
Ылтăн тулă
Ылтăн анне
Ылтăн пуç
Ылтăн кĕркунне
11.
.12. Тĕрĕслетпĕр!
хуçалăха çĕкле,çынна сивĕт,
йывăр хуйхă,
хаклă юлташ,
ыйхă вĕçрĕ,
ăша çунтар,
вĕри чĕре,
хура кун
• Хаклав виçисем:
• йăнăшсем çук пулсан «5» паллă,
• 1-2-йăнăш –«4» паллă,
• 3-4 йăнăш –«3» паллă.
13. Пĕтĕмлетÿ:
• Мана урокра ________________________ килĕшрĕ.• Урокра__________________________кǎсǎклǎ пулчĕ.
• Паян урокра эпĕ çĕнни ______________пĕлтĕм.
• Эпĕ ______________________ ас туса юлтǎм.
• Урокра мана_____________________ тĕлĕнтерчĕ.
• Ман шутпа, чи кирли___________________ пулчĕ.
• Эпĕ малашне_______________________усă курăп.
14. Киле ӗç: 360-мӗш хǎнǎхтару, 38§ с.142.
15. Ĕçе хакласси
а) Эпĕ пурне те ăнлантăм, вĕреннĕ темăнатепĕр çынна каласа пама пултаратăп«5»-паллă
ă) Эпĕ пурне те ăнлантăм, анчах та темăна
тепĕр çынна каласа пама пултараймастăп«4»-паллă
б) вĕреннĕ темăна тепĕр хутчен пăхса
тухмалла
«3»- паллă