2.12M
Category: lingvisticslingvistics

Ю. Скворцовӑн «Ултӑк» калаври амӑшӗ тата ачисем

1.

Урок теми: Ю. Скворцовӑн «Ултӑк» калаври
амӑшӗ тата ачисем
Урок эпиграфӗ:
«Аçу-аннӳне хисеплесе пурӑн,
хӑвнах ырӑ пулӗ,
çӗр çинче ӗмӗрӳ вӑрӑм килӗ».
(Атте Турӑ Моисей пророкӑн заповечӗ (халалӗ))
«Чти отца своего и матерь твою,
Да благо ти буде,
И долголетен будешь на земле».
(Библейская заповедь Божия

2.

Ах, намӑс та çылӑх мана!
Епле пусарас-ха чуна?
Атте-аннене чысласа
Куллен пулӑшма
пӗлеймерӗм…
Чунтан кураймастӑп хама,
Ӑçта-ши чикес пуçӑма?
(Геннадий Юмартӑн
«Çылӑх мана» сӑвви)

3.

4.

Ултăк (вăрман кăвакарчăнĕ)

5.

6.

7.

Амӑш патне килме чаракан
сӑлтавсем
• пӳтсӗр çанталӑк
• арӑмӗсем упӑшкисене
хӑраххӑн ярасшӑн мар
• килти «çанталӑк»
пӑтранать

8.

Йӑнӑш тунине ӑнланчӗç-ши
ачисем?
Хулара пурӑнакан ывӑлӗ Володя пилӗк çул
хушшинче пӗрре амӑшӗ патне килсен çуралнӑ
килӗ ытти çуртсемпе танлаштарсан япӑхса
юлнине курчӗ вӑл, нимӗн те улшӑнманни ӑна пӗр
енчен савӑнтарчӗ те: Володя ачалӑха аса илчӗ…
Халӗ амӑшӗ вилнӗ. Володя кил картине тухать те
«пӗлтӗр ун чунне илемлӗн курӑннӑ ӳкерчӗк»
вырӑнне «çара çил карти» асӑрхать. Автор
риторикӑллӑ ыйту парать «Чухӑнччӗ-и Володя
уйӑхсерен вунӑ тенкӗ те пулин амӑшне укçа ярса
памалӑх? Чӗлхесӗрччӗ-и вӑл амӑшӗн сывлӑхӗ
çинчен ыйтса пӗлме?» Володя хӑй айӑпне тинех
ӑнланать, анчах та кая юлса.

9.

Итлер-ха пӗр-пӗрин шухӑшне
Ыйтусем:
1.Ачисем ашшӗ-амӑшӗ умӗнче яланах
парӑмра тенине эсир мӗнле
ӑнланатӑр?
2.«Кайӑк хитре тӗкӗпе, этем ырӑ
ӑсӗпе» текен ваттисен сӑмахне эсир
мӗнле ӑнланатӑр?

10.

Словарь ӗçӗ
ула тӑпа (ултӑк) – вӑрман
кӑвакарчӑнӗ, вяхирь
шур пӳс кӗпе – шуратман пир кӗпе
ӗнӗçмест – ӑнӑçмасть, хунамасть
хӗрен – хӑлат, коршун
масар – çӑва
сала – ял
кункӑра – çӑнӑх такани

11.

1-мӗш ушкӑна панӑ ыйтусем
1.Володьӑпа пиччӗшӗсен
тӑван амӑшӗпе шӑллӗ патне
килменнин чӑн сӑлтавӗсем
мӗнре-ши? Амӑшӗ уншӑн
ывӑлӗсене кӳренет-и?
2.Ывӑлӗсемпе кинӗсем
амӑшне аса илеççӗ-ши?
Вӗсем яла килме тапрансан
мӗнле чӑрмав сиксе
тухать? Текстра çавна
тупӑр.
2-мӗш ушкӑна панӑ ыйтусем
1.Ула тӑпа юрри калавра
миçе хутчен тӗл пулать?
2. Автор калава амӑшӗ ула
тӑпа çинчен юрланипе тата
произведение çак кайӑках
хурлӑхлӑн уласа макӑрнипе
вӗçлесе мӗн каласшӑн
пулнӑ?

12.

Пӗтӗмлетсе каласан
Ю.Скворцовӑн калавӗ кашни çынна шухӑшлаттарма тивӗç.
Эпир аннесем умӗнче ӗмӗр парӑмра. Калаври Володьӑна,
Çитӑрпа Иллене чунтан сивлес килет, вӗсем чӑтмалла мар
чунсӑрла хӑтланчӗç: хӑйсене пурнӑç çулӗ сине кӑларнӑ
амӑшне юлашки çула та (Володьӑсӑр пуçне) ӑсатма
килмерӗç. Пӗр Саша çеç чунлӑ пулни курӑнать.
Çапла. Çыннӑн хайне çуратса ӳстернӗ амӑшӗ пур. Пур
чухне те ачи-пӑчи вӗсем çинчен асра тытсах каймасть çав.
Час-час çыру та çырмасть, пырса та çӳремест, уяв ячӗпе
саламлама та манать. Пирӗн çак калавсенчи ывӑлсемпе
хӗрсем пек чунсӑр пулас марччӗ. Хамӑр атте-аннене куç пек
упрасчӗ, нихӑçан та кулянтарас марччӗ.
Эх, аннеçӗм, пӗртен-пӗр анне,
Эс пире çуратан, ӳстерен,
Ӑшӑтатӑн чуна-чӗрене,
Çук санран çывӑх çын тӗнчере. (В. Давыдов-Анатри)

13.

)
English     Русский Rules