15.16M
Category: cookerycookery

Хуран кукли

1.

Хуран кукли
Ĕҫе пурнӑҫлаканĕ:
Прокопьева Мария,
Шупашкар хулинчи
43-мĕш вӑтам шкул
вĕренекенĕ, 5 класс
Ертӳҫисем:
Соколова Т.А.,
Соколов С.Ю.

2.

Хуран кукли –
пирĕн ҫемьен юратнӑ апачĕ
Эпир аннепе пушӑ
вӑхӑтра хуран кукли
ҫупма юрататпӑр.
Ытларах чухне ӑшне
тӑпӑрчӑ хуратпӑр.
Ҫуллахи вӑхӑтра хуран
куклине ҫырларан туса
ҫиетпĕр.

3.

Кирлĕ хатĕрсем
Чуста ҫӑрма:
500 гр. ҫӑнӑх
2 ҫӑмарта
Ҫур литр шыв
1 чей кашӑкĕ тӑвар
Ӑшне хума:
Ҫур кило тӑпӑрчӑ
500 гр. симĕс сухан
1 ҫӑмарта

4.

Чуста ҫӑратпӑр
Малтан чуста ҫӑратпӑр.
1. Ҫӑнӑха ала витĕр кӑларатпӑр.
2. Унтан ҫӑмарта, тӑвар, ҫу, шыв ярса лайӑх ҫӑратпӑр.

5.

Пĕҫĕрме хатĕр
Лайӑх ҫӑратпӑр, ывӑҫ ҫине
хурса унаса ҫемҫететпĕр
Чуста хатĕр те.

6.

Чуста хатĕр
Чуста хатĕр те.
Ӑшне хума тӑпӑрчӑ, симĕс
сухан, ҫӑмарта хатĕрлетпĕр.

7.

Кукӑль ӑшне хатĕрлетпĕр
Чустана йĕтĕрлесе саратпӑр.
Сухана тӑпӑрчӑпа, ҫӑмартапа
лайӑх кӑна хутӑштаратпӑр.

8.

Кукӑль ҫупатпӑр
Ҫаврашкасем касса
кӑларатпӑр.
Ҫаврашка варрине маларах
хатĕрленĕ хутӑша хуратпӑр

9.

Мĕн тери тутлӑ!
1. Кукӑль кантрине пӳрне тӑррипе чĕпĕтсе хитрен
яватпӑр.
2. Ҫак илĕртмĕшсене кӑшт тӑвар янӑ шыва ярса
пӑспа пĕҫеретпĕр.
3. Пиҫнĕ кукӑльсене дуршлаг ҫине илсе хумалла,
шывĕ сӑрхӑнтӑр.
Пиҫнĕ кукӑльсене услам ҫу е
хӑйма ярса ҫиеҫҫĕ

10.

Апачĕ тутлӑ пултӑр!
Хуран
куклине
чӑвашсем
пысӑк
уявсенче хӑна умне
лартса панӑ
English     Русский Rules