875.03K
Category: biographybiography

Крылов Алексей Николаевич

1.

Григорьева Оксана Вениаминовна

2.

Тĕнчипе паллă ученăй
Алексей Николаевич
Крылов академик 1863
çулхи августăн 15 –
мĕшĕнче Пăрачкав
районĕнчи Крылово
(унччен Висяга ятлă
пулнă) ялĕнче çуралнă.
Крыловсен çемйи питĕ
туслă пулнă.Алеша
Крылов питĕ пултаруллă
ача пулнă. 1878 çулта вăл
Петербургри Тинĕс
училищин хатĕрленÿ
класне вĕрнме кĕнĕ.
Унăн ĕмĕчĕ – моряк
пуласси, тинĕссем тăрăх
ишесси. Анчах та шăпа
урăхла пулса тухать.

3.

1884 çулта Крылов гардемарин училищине
вĕренсе пĕтерет., флот мичманĕн званине
илет. Вĕренÿре питĕ пултарнăран унăн ятне
училищĕн мрамор хăми çине ылтăн сас
паллисемпе çырса хураççĕ.
Ачалăхри ĕмĕтсем нумай чухне
пурнăçланаймаççĕ. Алешăн та тинĕссем
тăрăх тĕнче касса çÿресси пулмасть.
Сасартăк вăл чирлесе ÿкет. Япăх, çывăхра
кăна курма тытăнать. Кун пек сывлăхпа палах
карап çинче ишейместĕн. Вара Крылов тинĕс
карапĕсем тăвас ĕçе кÿлĕнет. Карапсене
тинĕсре путмалла мар тăвас ыйтусене
тĕпчет. Тинĕс академине вĕренме кĕрет. 1890
çулта ку академие «питĕ лайăх» паллăсемпе
пĕтерет. Крылова çав академирех ĕçлеме
хăвараççĕ.

4.

Академире ĕçленĕ
çулсенче А.Н.Крылов
тĕпчев ĕçĕсем нумай
çырать. Унăн ячĕ
тĕнчипех сарăлать.
Ăна Тинĕс академийĕн
тава тивĕçлĕ
профессорĕ, флотăн
генерал-лейтенанчĕ
званисене параççĕ.
Тăван çĕршыв
А.Н.Крылов ĕçне
тивĕçлипе хакланă.
Ăна Социализмла Ĕç
Геройĕ ятне, нумай
орден – медаль парса
чысланă.

5.

А.Н.Крылов 1945 çулхи октябрĕн 26 – мĕшĕнче
вилнĕ. Ăна Ленинградра Волков масарĕнче
«Литературные мостики» текен вырăнта, вырăс
культурин паллă деятелĕсен некрополĕнче,
Д.И.Менделеевпа тата И.П.Павловпа юнашар
пытарнă.

6.

А.Н.Крылов çуралнă ялта унăн бюстне
лартнă, музей ĕçлет. Улатăрти урамсенчен
пĕри унăн ячĕллĕ, 8-мĕш вăтам шкул çурчĕ
çине асăну хăми çакнă. Унта çырнине
вуласан эпир çакна пĕлетпĕр: А.Н.Крылов
Улатăрта 1866-1869 çулсенче пурăннă.

7.

Питĕрти пĕр урам – Крылов академик
урамĕ. Темиçе тинĕс карапĕ «Крылов
академик» ятлă. Вăл çуралнă ял Крылово
ятлă. Çапла хăй ятне ĕмĕрлĕхе тĕнчене
хăварнă пирĕн ентеш – Пăрачкав тăрăхĕн
Висяга ялĕнче çуралнă Алеша Крылов.
English     Русский Rules