Хумма Çеменĕ (1903-1936)
Кун- çулĕ
Хаçат редакцийӗнче вăй хуни
Пултарулăхĕ …
Ҫеçпӗл хăвачӗллӗ ăста
Кĕнекисем
Пултаруллă çыравçă
2.73M
Category: biographybiography

Хумма Çеменĕ (1903-1936)

1. Хумма Çеменĕ (1903-1936)

«Тăван чӗлхине вӗренсе
çитеймен мӗскӗнсем çын та
пулаймаççӗ»
Хумма Ҫеменӗ
Презентацие хатӗрлекенӗ Аслă
Чемен шкулӗнче 8-мӗш класра
вӗренекен Ежова Екатерина
2019 çул

2. Кун- çулĕ

Хумма Ҫеменӗ (чăн ячӗ-шывӗ Семен Фомич Фомин) —
чăваш ҫыравҫи. 1903 ҫулхи авăн уйăхӗн 10-мӗшӗнче Тăвай
районӗнчи Енӗш Нăрваш ялӗнче, чухăн хресчен килйышӗнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Шăхасанти икӗ класлӑ
(1917), унтан ялти икӗ сыпăклă шкулсенче вӗреннӗ. Вăл питĕ
ăслă пулнă, тăватă çул вĕренсенех ултă çул вĕреннисенчен
ирттернĕ. 1920 çулта Хусанта тухса тӑракан «Канаш» хаçат
редакцине тăлмач ӗçне вырнаçнă, ӗçленӗ вăхăтрах çӗр
йӗркелӳ техникумӗн каçхи уйрăмӗнче вӗреннӗ. Хаçатăн
литература сотрудникӗ, пай заведующийӗ, ответлă секретарӗ
тата редактор çумӗ пулса ӗçленӗ.

3. Хаçат редакцийӗнче вăй хуни

Чăваш автономине туса хунă хыççăн редакципе пĕрле
Шупашкара куçнă. 1926 ҫулта Вăтам Азипе Кавказри
ҫӗршывсене ҫитсе курнă. Пӗр вăхăт Ашхабадра тухса
тăракан «Туркменская искра» хаҫат редакцийӗнче вăй
хунă. 1927–1932 ҫулсенче Шупашкарти типографире
корректор ӗҫӗсене туса пынă. 1932–1936 ҫулсенче Чăваш
кӗнеке издательствинче илемлӗ литература кӗнекисене
пичете хатĕрленĕ.

4. Пултарулăхĕ …

Хумма Ҫеменӗ калавсемпе сăвăсем, повеçсем, роман,
очерксемпе статьясем çырнă, вырăсларан чăвашла
Н.Некрасов, А.Кольцов, А.Фет, Ян Райнис, Г.Тукай,
У.Уитмен, В.Гюго, Д.Рид тата ытти çыравçăсен
хайлавĕсене куçарнă. Пĕрремĕш «Ҫиçĕм çиçет, çуталать»
сăвви 1920 çулта,«Выçлăх çул» ятлă пĕрремĕш калавĕ 1923
çулта пичетленсе тухнӑ. Унăн хайлавĕсене шкул
программине кӗртнӗ. Ҫавăн пекех вăл çырнă ӗçсем Чăваш
литературин антологине вырнаçнă. 1934 çултанпа СССР
Ҫыравçисен пайташӗ пулса вăй хунă.

5. Ҫеçпӗл хăвачӗллӗ ăста

Калавсенчи тӗп сăнанарсем-комсомолсем, хӗрлӗ
гвардеецсем, ялта çӗнӗ пурнӑç купалакансем. Повеçсемсӗр
пуçне вăл драмасем те çырнă, сăмахран, «Анюкпа
Ванюк».Унăн юррисем радиопа халӗ те янăраççӗ. Хумма
Ҫеменӗ çавăн пекех Чӗкеç псевдонимпа паллӑ. Сăвăç
чăваш сăмахне Ҫеçпӗл Мишши пекех чӗререн юратнă,
унăн аталанăвӗшӗн пӗтӗм ӗмӗрне панă.

6. Кĕнекисем

Чăваш çыравçин, сăвăçин, драматургĕн,
тăлмачĕн хайлавӗсем пурӗ 10 кӗнекере
пичетленнӗ.
Паллăрах кӗнекисем:
«Юрӑ-сӑвӑсем» (1922),
«Выçлӑх çулсем» (1924),
«Ача чухнехи» (1931),
«Суйласа илнисем» (1960),
«Штрум» (1975),
«Пирӗн вӑй» (1982).

7. Пултаруллă çыравçă

1936 çулхи авăн уйăхĕн 25мĕшĕнче самай вăхăт хушши
йывăр чирленĕ хыççăн
Хумма Ҫеменӗ вилнĕ.

8.

Тавтапуç
English     Русский Rules