Тема: «…» (Игнатий Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавĕ тăрăх)
Пурнăç çулĕ
Пултарулăхĕ
Словарь ĕçĕ
Калава мĕнле ăнлантăр?
Проект тăватпăр
Синквейн
Пĕтĕмлетÿ
Тема: «Сывлăхран хакли çук…» (Игнатий Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавĕ тăрăх)
259.50K
Categories: biographybiography literatureliterature

Игнатий Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавĕ тăрăх

1. Тема: «…» (Игнатий Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавĕ тăрăх)

Эпиграф:

2. Пурнăç çулĕ

Игнатий Иванович Иванов
1848
çулта
хальхи
Тутар
Республикин Теччĕ районне
кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче
çуралнă. Удельни шкулĕнче ăс
пухнă хыççăн самай хушă тăван
ялĕнче пурăнать. Хăй тĕллĕн
нумай вĕренет, Кăнна Кушки
ялĕнчи
пуçламăш
шкулта
учитель пулса 4 çул ĕçлет.
Учитель ятне илме экзамен
тытнă
хыççăн
Курнавăш
шкулĕнче ачасене вĕрентет,
анчах йывăр чирлет, 37 çултах
вилет.

3. Пултарулăхĕ

Халăх сăмахлăхне пухнă
14 калав çырнă:
«Аттăна тăхăн та, çăпатăна та кăларса ан пăрах»
«Çынна усал тăвакан хăй те усал курать»
«Çынна епле тăвăн, ху та çавна курăн»
Игнатий Иванов хайлавĕсен тĕп туртăмĕ –
халăха ăса вĕрентсе калани. Пурнăçри пĕр-пĕр
тĕслĕхе илсе вăл çыннăн хăйне хăй кил-йышра,
ял-йышра мĕнле тытмалли çинчен каласа панă.
Михаил Сироткин

4. Словарь ĕçĕ

мул – пуянлăх, укçа
имсĕр-сумсăр хытă çын – питĕ хытă
çÿлĕк – полка
чухлама кирлĕ – ăнланмалла, виçене
пĕлмелле

5. Калава мĕнле ăнлантăр?

Калавра кам çинчен пĕлтĕмĕр?
Вăл мĕнле пурăннă?
Кăмăлĕпе мĕнле çын пулнă-ха вăл?
- Хăйĕн хĕрĕсене юратнă-и?
- Ыйткалакансемпе хăйне мĕнле тытнă?
- Ял çыннисемпе мĕнле хутшăннă?
- Турă пирки мĕн калать?
Йĕçтук вилнĕ хыççăн унăн çемйи йĕркеллĕ
пурăнать-и?

6. Проект тăватпăр

Тĕп ыйту: «Мул е сывлăх хаклăрах?»
Проблемăллă ыйтусем
1 ушкăн:
Çыннăн мул пултăр тесен мĕн-мĕн тумалла?
2 ушкăн:
Çыннăн сывлăх пултăр тесен мĕн-мĕн тумалла?
3 ушкăн:
Çыннăн сывлăх та пур, мул та пур – вĕсемпе мĕнле
усă курмалла?

7. Синквейн

Сывлăх
Çирĕп, хаклă
Пулăшать, çирĕплетет, аталантарать
Сывлăхран хакли нимĕн те çук
Мул, пуянлăх

8. Пĕтĕмлетÿ

Мула ху чунăнтан ытларах юратма
кирлĕ мар: укçа çынна тумасть, çын
укçана тăвать.
Хытă пулма та, ĕçме-çиме те, тумланма
та, юсанма та, вăхăтра выртса çывăрма
та – пурте хисеплĕ, виçеллĕ кирлĕ.
Укçа вырăнне укçа та пулать, çын
вырăнне çын пулмасть. Çыншăн
сывлăхран хаклă япала çук.

9. Тема: «Сывлăхран хакли çук…» (Игнатий Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавĕ тăрăх)

Эпиграф:
Сывлăх – пуянлăх
(ваттисен сăмахĕ)
English     Русский Rules