2.31M
Category: literatureliterature

П.В. Афанасьев - чăваш халăх поэчĕ «Ярапаллă йăмра» сăвă

1.

П.В.Афанасьев –
чăваш халăх поэчĕ
«Ярапаллă йăмра»
сăвă

2.

Аякра, пит аякра –
Эп çуралнă çĕршывра
Шерепеллĕ, ярапаллă
Кашласа ларать йăмра.
Ытарма та çук хитре,
Пĕрре çеç вăл тĕнчере.
Час-часах ăна куратăп
Хамăн тутлă тĕлĕкре.

3.

Çав йăмра хӳтлĕхĕнче,
Сĕнче шывĕ хĕрринче
Те çĕр ĕмĕр, те пин ĕмĕр
Çăл тапать çĕр айĕнчен!

4.

Ун шывне ĕçсен кăна Пыл та кирлĕ мар сана
Вăл чĕртсе ярать сасартăк
Санăн ывăннă чунна.

5.

Çав асамлă çăл патне
Ирсерен анать анне.
Ĕнтĕ туйрăр-и, туссемĕр,
Манăн тунсăх тупсăмне?

6.

Порфирий Васильевич
Афанасьев – чăваш халăх
поэчĕ
«Анне тĕрри» сăвă

7.

Юрла-юрла анне тĕрлетчĕ
тĕрĕ,
Сасси-тĕрри çут хĕвел пек
çиçетчĕ.
Те иртнине чĕнетчĕ кунĕнçĕрĕн,
Те каччă-аттене аса илетчĕ?

8.

Çич тĕслĕ асамат
кĕперрине
Анне хыватчĕ шурă пир
çине.
Макра-макра анне тĕрлетчĕ
тĕрĕ
Сасси-тĕрри ун хурлăхлăн
чĕтретчĕ

9.

Те тăшмана ятлатчĕ кунĕн-çĕрĕн,
Те вилнĕ аттене кĕтсе йĕретчĕ.
Хура хĕрес – хура ылхан ятне
Анне лартатчĕ шурă пир çине.

10.

Руна çырулăхне хĕрсех тĕпчетпĕр:
Мĕн калĕ-ши пире çак вăрттăн тĕрĕ?
Кун çул унта – çавна аван пĕлетпĕр –
Кун çул унта тапса тăрать чĕп-чĕррĕн.

11.

Ан тив, пуçтартăр тĕрĕ малашне
Хĕвелĕн çитмĕл çичĕ вăййине!
English     Русский Rules